Пуҫӗ — Вӗҫӗ

 

5544Варана юлнӑ япала варланнӑ теҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5545Вӗренӗн те вӗҫӗ пур.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5546Вӗҫӗмсӗр вӗренӗн те вӗҫӗ пур.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5547Вӗҫлӗ япала хӑй тӑршшӗ виҫҫӗ тӑсӑлать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5548Кайра та кун нумай, малта та кун нумай, пурӑнас кунсем ҫех виҫеллӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5549Кайран акнин каю шӑтнӑ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5553Кайран карӑннӑ тет.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5554Кайран килнӗ хӑнана хистев курки.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5555Кайран куляниччен маларах ӑсласа хуни аванрах.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5557Кайран пилӗк пус парсан та алӑ ҫитмест.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5558Кайран ҫитсен каюк!Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5559Кайран шӑтнӑ мӑйрака хӑлхаран иртнӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5550Кайран, атте арман хуҫи пулсан.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5551Кайран, кайран кашӑкпа уйран.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5552Кайран, калуш ҫичӗ пуса юлсан.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5556Кайран, майра патша вилсен.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5560Кайранхи телей малтанхинчен ҫутӑрах.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5561Кайранхишӗн ашак хуйхӑрнӑ тет.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5562Кайри ӑс мала пулас пулсан пит ӑслӑ пулӑттӑм.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5563Кайри ӑспа кайӑк тытаймӑн.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5564Кайри кая юлнӑ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5565Кайри каярах пултӑр, малти маларах пултӑр.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5566Кайри кустӑрма малта кусас ҫук.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5567Кайри мала.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5569Кайри ҫынна тӑрса ан ҫитер.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5570Кайри урапасем малти хыҫҫӑн чупаҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5571Кайри ытларах курать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5568Кайри-малти урапа пӗр йӗрпелен куссассӑн лашана ҫӑмӑл.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5572Кайрине вӑрҫаҫҫӗ, малтине мухтаҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5573Кайрине-малтине шутласан куҫа шуйттан курӑннӑ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5574Кайринчен ирт, малтине ҫит.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5576Калла пӑханӑн пуҫӗ юлман.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5577Калла пӑхиччен мала пӑх.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5578Калла пӑхмасӑр малалла ан кай.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5575Калла-малла пӗлмен калӑпа лекнӗ тет.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5579Кая юлнӑ ҫынна анчӑк та туллать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5580Кая юлнӑ хӑнана каюра тукмакӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5581Кая юлнӑ хӑнана кӗтсен ӗҫкӗ кӗвӗлет.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5582Кая юлсан — кар аври.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5583Кая юлсан каю шӑтать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5584Каялла тума ҫук ӗҫе калаҫнипе юсаймӑн.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5585Кисепӗн икӗ вӗҫӗ те шӗвӗр теҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5587Мала ан ирт, кая ан юл: мала иртсен — пуҫа касаҫҫӗ, кая юлсан — таптаҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5588Мала ан ирт, кая ан юл: мала иртсен пуҫран переҫҫӗ, кая юлсан кутран тапаҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5586Мала ан ярт, кая ан юл.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5589Мала кайӑн — матя тупӑн, кая юлӑн — катӑк пулӑн.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5590Мала кайсан — макӑрӑн, кая юлсан — какӑрӑн.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5591Мала кайсан — маклашнӑ, кая юлсан — картаври.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5592Мала кайсан — мухтаҫҫӗ, кая юлсан — кулаҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5593Мала кайсан та вӑрҫаҫҫӗ, кая юлсан та ятлаҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ